|
ТУХЬЯ — гордость, краса и тайна чувашской девушки. |
РАИСА САРПИ
Зинаида Воронова ăстаçăна — юратса
Хĕвеллĕ, уйăхлă тухья
Йăл-йăл çиçет хĕр пуçĕнче.
Капăрланса, вăййа тухса,
Юрлать пике вăйпуçĕнче.
Ташлать пике пуçа ухса,
Хăватлă вăй — ун куçĕнче.
Хĕвеллĕ, уйăхла тухья
Хевте çĕклет ун чунĕнче.
Пĕлет пике, туять пике —
Хĕвеллĕ Кун ун умĕнче.
Ама-çын кĕмĕлĕ пекех
Ялтрать тĕнче ун тумĕнче.
Пĕлет пике, туять пике —
Путмасть вăл пурнăç хумĕнче.
Асамçă пирĕшти пекех
Хăват тăрать ун çумĕнче.
Çав вут-Хăват вăл Юрату
Чунтан савса тăван çĕре,
Тăванлăха сыхлать тату
Пиншер-пиншер таса чĕре.
Пĕлет пике, туять пике
Мерчен тухья асамлăхне!
Ташланă май, сике-сике,
Ăсать чăваш аваллăхне.
Усал тăшман эшкерĕсем
Тăрсассăн вăрçă кĕрлешме,
Чăваш арсем, яш-кĕрĕмсем
Кĕреш пек тăнă, кĕрешме.
Çапăçура пĕтсен арсем,
Тухьяллă пикесем-хĕрсем,
Пухса хăюллă çĕн çарсем
Кĕрешнĕ тăшманпа хĕрсе.
Çук, парăнман çапăçура
Чăвашăн паттăр хĕрĕсем...
Пурнаççĕ халь Юратура,
Тĕрлеççĕ ылтăн тĕрĕсем.
Хаваллă ĕç паттăрĕсем
Мухтав кӳреççĕ халăха.
Ама-тевет кăкăрĕсем
Шартаççĕ пур тавралăха.
Сыхлавçă паттăр пикесем
Çӳреççĕ акăш пек утса.
Çыраççĕ çĕн кĕнекесем,
Çĕн çăлтăрсем чунра çутса...
...Хĕвеллĕ, уйăхлă тухья
Йăлтăртатать хĕр пуçĕнче.
Асамлă, асăмлă тухья
Хăват чĕртет чăвашсенче...13.03.06
Ссылка статьи ::
Версия для печати
Последние изменения внес Admin (2006-08-02 11:45:22). Просмотрено: 8697.